Difference between revisions 448490 and 450474 on cvwiki

{{театр карточки 
|ячĕ             = Большой театр
|Вырнаçăвĕ     = Мускав, театр лапамĕ
|Координатсем           = {{coord|55|45|37|N|37|37|7|E|type:landmark_region:RU|scale=5000}}
|Малтанхи ячĕсем =
|йĕркеленĕ = 1776
|Директор = Анатолий Иксанов
|Тĕп режиссёр =
|Тĕп балетмейстер = Юрий Бурлака
|Тĕп хормейстер = Валерий Борисов
|сайт = [http://www.bolshoi.ru/ru/ Официаллă сайт]
|фото = Moscow Bolshoi Theatre 2011.JPG
|калăпăш = 300px
|алпусни = Большой театрăн (2011)
|Commons = Bolshoi Theatre
}}
{{coord|display=title|55|45|37|N|37|37|7|E|type:landmark_region:RU}}
{{otheruses|Большой театр (пĕлтерĕшсем)}}
'''Раççей патшалăхĕн академи Большо́й теа́трĕ''' ('''ГАБТ'''), '''Раççей патшалăхĕн академи оперăпа балет театрĕ''', е ахальрех '''Большо́й теа́тр''' — [[Раççей]]ри чи пысăк тата мĕнпур тĕнчери [[опера|оперăпа]] [[балет]] [[театр]]ĕсем хушшинче чаплисенчен пĕри. [[Мускав]] варринче,  [[Театр лапамĕ (Мускав)|Театр лапамĕнче]], вырнаçнă.

== Кун-çулĕ ==

=== Пĕрремĕш утăмсем ===
Театăрăн кун-çулне [[1776]] çулхи пуш уйăхĕнчен — «театрти тĕрлĕ кăтартусене, çаплах концертсене, воксалсене тата маскарадсене» тытса тăма [[Екатерина II]] хĕрарăм патша ырă кăмăлĕпе килĕшнипе [[кĕперне]] [[прокурор]]ĕ [[Урусов Пётр Васильевич|Пётр Васильевич Урусов]] кнеç пуçарнинчен — шутлаççĕ. Кнеç театр никĕсне [[Петровка (урам)|Петровка]] урамĕнче ([[Неглинка (юханшыв)|Неглинкăн]] сылтăм çыранĕнче) хывать — çавăнпа ăна Петĕр театрĕ тенĕ. Анчах та Урусов театрĕ уçăлаччинех [[Пушар|çунать]], кнеç вара ĕçне хăйĕн компаньонне, акăлчан ĕç çыннине [[Медокс Майкл|Майкл (Михаил) Медокса]] куçарса парать. Медокс ĕнтĕ Мăн Петĕр театрне туса лартать.

Медоксăн Петĕр театрĕ 25 çул хушши тăрать — [[1805]] çулхи [[юпа, 8]] вут çулăма каять. Çĕнĕ çурта [[Росси Карл Иванович|К. И. Росси]] Арбат лапамĕнче туса лартать. Вăл та, йывăçран хăпартнăскер, [[1812]] çулта, Наполеон ахăр саманинче, кăвайта кĕрет.

[[1821]] çулта театр çуртне малтанхи çĕртех [[Бове Осип Иванович|О. И. Бове]] архитектор петербург Академин ректорĕн [[Михайлов Александр Алексеевич|А. А. Михайловăн]] проекчĕпе хĕвет.{{-1|<ref>{{кĕнеке
|автор          = 
|пай          = 
|пуçелĕк       = Москва. Архитектурный путеводитель
|тăввн ят      = 
|каçă         = 
|яваплă  = [[Бусева-Давыдова Ирина Леонидовна|Бусева-Давыдова И. Л.]], [[Нащокина Мария Владимировна|Нащокина М. В.]], [[Астафьева-Длугач Маргарита Иосифовна|Астафьева-Длугач М. И.]]
|кăларăм        = 
|вырăн          =  М.
|издательство   = Стройиздат
|çул            = 1997
|том            = 
|страница       = 
|страница        = 512
|сери          = 
|isbn           = 5-274-01624-3
|тираж          = 
}}
</ref>}}

=== 1825 ç. уçални ===
[[Ӳкерчĕк:Inside Moscow Bolshoi Theatre.jpg|thumb|300px|Куракансен залĕн сăнĕ (2005)]]

Театр 1825 çулхи кăрлачăн 6 (18)-мĕшĕнче «Торжество муз» лартнипе уçăлать.

1842 çулта театр император театрĕсен петербургри дирекцин йышне кĕрет; Петербургран Мускава опера труппи куçса килет.

1853 çулта, пуш уйăхĕн 11мĕшĕнче театр каллех çунать; тулаш чул хӳмисемпе тĕп енĕн колоннади кăна çулăмран сыхланса  юлать. Виçĕ çул тăршшинче театр керменне [[Кавос Альберт Катаринович|А. К. Кавос]] архитектор етсе пынипе çĕнĕрен хываççĕ. Пушарта пĕтнĕ [[алебастр]]тан хайланă [[Аполлон]] скульптури вырăнне кĕме [[портик]]ĕ умĕнче [[Клодт Пётр Карлович|Петр Клодтăн]] бронзăллă [[квадрига|квадригине]] лартнă. Фронтонĕнче гипсран ăсталанă икĕ пуçлă ăмăрткайăк — [[Раççей империйĕ|Раççей империн]] патшалăх символне — вырнаçтарнă. Театр хăйĕн алăкĕсене 1856 çулхи çурлан 20-мĕшĕнче уçать.

=== Хальхи Большой театр ===

2002 çулхи чӳкĕн 29-мĕшĕнче [[Римский-Корсаков Николай Андреевич|Римский-Корсаковăн]] [[Снегурочка (опера)|«Снегурочка»]] оперин премьерипе [[Мăн театрăн çĕнĕ сцени]] ĕçе кĕрет.

2005 çулхи утăн 1-мĕшĕнче [[Мăн театрăн тĕп сцени]]не реконструкцине куçараççĕ. Теп сцена çинче хупăниччен юлашкинче (2005 çулхи çĕртмен 30-мĕшĕнче) [[Мусоргский Модест Петрович|Мусоргскин]] «Борис Годунов» оперине кăтартаççĕ. Уçăлассине кĕтмелли вăхăт — 2011 çулхи юпан 2-мĕшĕнче [[Глинка Михаил Иванович|Глинкăн]] [[Руслан и Людмила (опера)|«Руслан и Людмила»]] (режиссёр-постановщик — [[Черняков Дмитрий|Дмитрий Черняков]]) оперипе уçма палăртнă.

[[2009]] çулта [[Раççей Федерацин прокуратури çумĕнчи тĕпчев комитечĕ|Раççей ПТК]] ытла нумай тăкаланă пирки уголовлă ĕç пуçарать<ref>http://www.svobodanews.ru/archive/ru_news_zone/20090914/17/17.html?id=1822016</ref>. По данным [[Счётная палата Российской Федерации|Счётной палаты]], за период реконструкции Большого театра её стоимость выросла в 16 раз<ref>http://www.1tv.ru/news/crime/151674</ref>.

=== Паллă пулăмсем ===
[[Ӳкерчĕк:Bolshoy Teatr.jpg|thumb|right|280px|Мăн театр. XIX ĕмĕрти ӳкерчĕк]]
[[Ӳкерчĕк:Большой театр 1883.gif|thumb|right|280px|Императорăн Мăн театрĕ 1883 çулта ]]
[[Ӳкерчĕк:Bundesarchiv Bild 102-13138, Moskau, Bolschoi-Theater.jpg|thumb|right|280px|Мăн театр 1932 çулта]]
[[Ӳкерчĕк:Moscow Bolshoi Theatre.jpg|thumb|right|280px|Большой театрăн тĕп сценин çурчĕ (2004)]]
* [[1776]] çулхи [[пуш, 17]]— Мăн театăра никĕсленĕ (труппа йĕркелени) кун.
* [[1780]] çулхи [[раштав, 30]]— Петĕр театрне уçнă
* [[1805]] çулхи [[юпа, 8]]— вут-çулăм, Петĕр театрĕ çунса каять
* [[1806]] — Император театрĕ статусне тивĕçет
* [[1808]] çулхи [[ака, 13]]— Çĕнĕ арбат император театрне уçаççĕ
* [[1812]] — пушар, театр çурчĕ кĕлленет
* [[1821]]—[[1824]] — театрăн çĕнĕ çуртне [[Бове Осип Иванович|О. Бове]] проекчĕпе тăваççĕ
* [[1825]] çулхи [[кăрлач, 6]] — Мăн Петĕр театрне уçни
* [[1843]] — А. Никитин проекчĕпе театăра тĕплĕн юсаççĕ
* [[1853]] çулхи [[пуш, 11]]— пушар, театр çурчĕ çунать
* [[1855]] çулхи [[çу, 14]]— театр çуртне [[Кавос Антонио|А. Кавосăн]] проекчĕпе тума çирĕплетеççĕ
* [[1856]] çулхи [[çурла, 20]]— Мăн театăра уçни
* [[1888]] çулхи [[раштав, 16]]— [[Мусоргский Модест|М. Мусоргскин]] «[[Борис Годунов (опера)|Борис Годунов]]» оперин премьери 
* [[1895]] — театр çуртне тĕплĕн юсаççĕ
* [[1901]] çулхи [[юпа, 10]] — [[Римский-Корсаков Николай|Н. Римский-Корсаковăн]] «Псковитянка» оперин премьери, [[Шаляпин Фёдор Иванович|Ф. И. Шаляпин]] Хаяр Йăван ралĕнче
* [[1917]] çулхи [[нарăс, 28]]— Император театрĕн статусĕнчен хăтараççĕ.
* [[1919]] çулхи [[çу, 4]] — театр оркестрĕн пĕрремĕш симфони концерчĕ, дирижёр [[Кусевицкий Сергей|Сергей Кусевицкий]]
* [[1919]] çулхи [[раштав, 7]]— тепĕр ята куçарма хушни: Патшалăх академи Мăн театрĕ
* [[1919]] çулхи [[раштав, 12]] — Мăн театăра пăрахăçа кăларасшăн
* [[1921]] çулхи [[нарăс, 18]]— Бетховен залне уçаççĕ
* [[1921]]—[[1923]] — [[Рерберг Иван Иванович|И. И. Рерберг]] ертсе пынипе театр çуртне реконструкцине лартаççĕ.
* [[1922]] çулхи нарăс— ПӖТК Президиумĕн йышăнăвĕпе Мăн театр ĕçесене малалла тăсать
* [[1935]] — [[Шостакович Дмитрий Дмитриевич|Д. Шостаковичăн]] «Леди Макбет Мценского уезда» оперин премьери
* 1937 — Мăн театăра [[Ленин орденĕ]]пе чыслаççĕ.
* [[1941]] çулхи [[ака, 15]]— çурта çĕнетме тытăнаççĕ
* [[1941]] — театр [[Самар|Куйбышева]] эвакуацине куçать
* [[1941]] çулхи [[юпа, 28]]— театр çуртне бомба лекет
* [[1943]] çулхи [[авăн, 26]] — эвакуацирен таврăннă хыççăнхи пĕрремĕш спектакль
* [[1960]]-мĕш — [[1970]]-мĕш çулсем — çурта çĕнетсе юсаççĕ
* [[1961]] — Мăн театр Кремльти съездсен керменĕнче сцена вырăнне туянать
* [[1968]] — [[Григорович Юрий Николаевич|Ю.Григорович]] лартнă [[Хачатурян Арам Ильич|А.Хачатурянăн]] «Спартак» балечĕн премьери 
* [[1975]] — Мăн театр 200 çул тултарни тĕлне çурта юсаса çĕнетеççĕ
* [[1976]] — Мăн театăра иккĕмĕш хут Ленин орденĕпе чыслаççĕ
* [[2002]] çулхи [[чӳк, 29]]— Мăн театăрăн Çĕнĕ сценине хута яраççĕ.
* [[2005]] çулхи [[утă, 1]]— Мăн театăра реконструкцине хупаççĕ

<br clear="both" />

== Театр репертуарĕ ==

== Çавăн пекех пăхăр ==
* [[Раççей император театрĕсем]]

== Асăрхавсем ==
{{асăрхавсем}}

== Вуламалли ==
* ''Дмитриев Н.'' Оперная сцена Московского императорского театра. — М., 1897.
* Государственный ордена Ленина академический Большой театр Союза ССР. — М., 1947.
* ''Янковский М.'' Шаляпин и русская оперная культура. — М., 1947.
* ''Янковский М.'' Ф. И. Шаляпин. — М.-Л., Музгиз, 1951. 128 с. (Серия «[[Мастера Большого театра]]»).
* ''Шавердян А.'' Большой театр СССР. — М., 1954.
* ''Хрипунов Ю. Д.'' Архитектура Большого театра. — М., 1955.
* Большой театр Союза ССР. Опера. Балет. — М., 1958.
* [[Грошева Елена Андреевна|Грошева Е. А.]]. Большой театр СССР в прошлом и настоящем. — М., 1962.
* [[Зарубин Валерий Ильич|Зарубин В. И.]] Большой театр. — М., Моск. рабочий, 1990. 64+1с. (Серия «[[Биография московского дома]]»).

== Каçăсем ==

* [http://www.bolshoi.ru/ Большой театрăн официаллă сайчĕ]
* [http://www.rosteatr.ru/search.asp?org=1 Страница Большого театра в справочнике «Театральная Россия»]
* [http://www.pr.bolshoi.net/pressa/vlast181102.htm Обзор «Большой театр — паразитический нарост, не имеющий художественной ценности» в журнале «Коммерсантъ-Власть»]
* [http://www.ogoniok.com/archive/2000/4662/35-44-51/ Интервью в журнале «Огонёк» с костюмером Большого театра А. Н. Смирновым]
* {{LJ-community|bolshoi_theatre|Большой театр}}

{{Мускаври паллă вырăнсем}}

{{teatr-stub}}

[[Категори:Большой театр| ]]
[[Категори:Раççей опера театрĕсем]]
[[Категори:Раççей балет театрĕсем]]
[[Категори:Мускав театрĕсем]]

[[ar:مسرح البولشوي]]
[[az:Dövlət Akademik Böyük Teatr]]
[[bg:Болшой театър]]
[[ca:Teatre Bolxoi]]
[[cs:Bolšoj těatr]]
[[da:Bolsjojteatret]]
[[de:Bolschoi-Theater]]
[[en:Bolshoi Theatre]]
[[eo:Bolŝoj-Teatro]]
[[es:Teatro Bolshói]]
[[et:Moskva Suur Teater]]
[[eu:Bolxoi antzokia]]
[[fa:تالار بولشوی]]
[[fi:Bolšoi-teatteri]]
[[fr:Théâtre Bolchoï]]
[[fy:Bolsjojteater]]
[[gl:Teatro Bolshoi]]
[[he:תיאטרון בולשוי]]
[[hr:Boljšoj teatr]]
[[hu:Moszkvai Nagyszínház]]
[[hy:Մեծ թատրոն]]
[[id:Teater Bolshoi]]
[[io:Bolshoy teatro]]
[[it:Teatro Bol'šoj]]
[[ja:ボリショイ劇場]]
[[ka:მოსკოვის დიდი თეატრი]]
[[ko:볼쇼이 극장]]
[[ky:Чоң театр (Москва)]]
[[lt:Maskvos didysis teatras]]
[[ms:Teater Bolshoi]]
[[nl:Bolsjojtheater]]
[[no:Bolsjojteateret]]
[[pl:Teatr Bolszoj]]
[[pnb:بولشوئی تھیٹر]]
[[pt:Teatro Bolshoi]]
[[ro:Teatrul Bolșoi]]
[[ru:Большой театр]]
[[simple:Bolshoi Theatre]]
[[sk:Boľšoj teatr]]
[[sl:Bolšoj teater]]
[[sr:Бољшој театар]]
[[sv:Bolsjojteatern]]
[[th:โรงละครบอลชอย]]
[[tr:Bolşoy Tiyatrosu]]
[[uk:Большой театр]]
[[vep:Bol'šoi Teatr]]
[[vi:Nhà hát Bolshoi]]
[[zh:莫斯科大剧院]]