Difference between revisions 476845 and 660331 on cvwiki

[[File:Bodleian Library.jpg|thumb|200px|Радклиф ротонди — Бодли вулавăшĕн пĕр çурчĕ.]]
'''Бодли вулавăшĕ''' ({{lang-en|''Bodleian Library''}}) — [[Оксфорд университечĕ]]н [[вулавăш]]ĕ. 1610 (официаллă — 1662) çултанпа патшалăхра пичетленекен пĕтĕм [[кирлĕ экземпляр]]а кунта памалла.

Вулавăша [[Елисавета I|Елисавета]] хĕрарăм патша патĕнче дипломати хĕсметĕнче тăнă, авалхи манускриптсене пухакан [[Бодли Томас|Томас Бодли]] сэр (1545—1613) ятне панă. Чăннипе, унăн никĕслевçи [[Томас де Кобэм]] (1327 вил.) епископ шутланать, вăл университет çумĕнче кĕнеке пухас ĕçе йĕркелет, çуртран кĕнекесене илсе тухасран [[Сăнчăрланă кĕнекесем|полкăсем çине сăнчăрлаççĕ]].

1410 çулта çак вулавăш пĕтĕмпех университет йышне кĕрет, кăшт каярах университетăн пуххине анумайлатассипе [[Глостер Хамфрийĕ]] тăрмашать. Вăл тăрăшнипе 1450 çулта вулавăш çĕнĕ пӳлĕмсене куçать. Пĕрремĕш [[Тюдор]]сем чухне университет юхăнать, [[Эдуард VI]] унăн кĕнеке пуххине туртса илет, кĕнеке шкафĕсене сктса ярать.

[[1602]] çулта Томас Бодли вулавăша çĕнетнĕ, çĕнĕ пӳлĕмсене йышăнма пулăшнă. Вăл университета хăйĕн кĕнекисене парнеленĕ, Турцирен тата Китайран кĕнеке туянас ĕмĕтпе пурăннă. Çитес çĕрçуллăхсенче вулавăш валли темиçе çурт, вĕсен хушшинче [[Радклиф камери|Радклиф ротондине]] (1737-69), туса лартнă.

== Каçăсем ==
* [https://www.oulsbodleian.ox.ac.uk/bodley Бодли вулавăшĕн официаллă сайчĕ]

{{coord|51|45|14.3|N|1|15|18.5|W|region:GB_type:landmark|display=title}}
{{Оксфорд университечĕ}}

[[Категори:Оксфорд университечĕ]]
[[Категори:1602 çулта уçăлнисем]]
[[Категори:Аслă Британин вулавăшĕсем]]
[[Категори:Аслă Британин паллă вырăнĕсем]]
[[Категори:Оксфорд музейĕсем]]