Revision 559344 of "Полхар чĕлхи" on cvwiki

{{Чĕлхе
|тĕс             = инди-европа
|ячĕ              = Полхар чĕлхи
|тăван ячĕ     = Български език
|патшалăхсем           = [[Болгари]] тата [[Греци]], [[Румыни]], [[Серби]], [[Турци]], [[Молдави]], [[Албани]] патшалăхсен Болгари çумĕнчи çĕрсем, [[АПШ]], [[Аргентина]]
|официаллă чĕлхе = [[Болгари]], [[ЕП]]
|калаçакан йышĕ  = 8 млн яхăн
|рейтинг          = 88
|категори        = [[Еврази чĕлхисем]]
|классификаци    =
[[Инди-европа чĕлхисем]]
:[[Славян чĕлхисем]]
::[[Кантăр славян чĕлхисем]]
|çыру           = [[Кириллица]] ([[Полхар алфавичĕ]])
|ГОСТ 7.75–97     = бол 115
|ISO1             = bg
|ISO2             = bul
|ISO3             = bul
}}

:''Авалхи [[пăлхар чĕлхи]] çинчен тĕрлĕ статьяра вулама пулать.''
'''Полхар чĕлхи''' — [[полхарсем|полхар]] чĕлхи, [[Инди-европа чĕлхисем|инди-европа чĕлхе çемйинчи]] [[славян чĕлхисем|славян чĕлхисен]] [[кăнтăр славян чĕлхисем|кăнтăр ушкăнне]] кĕрет.

Полхар чĕлхи — [[Полхари|Полхари Республикин]] патшалăх чĕлхи пулать. Çак чĕлхепе [[Аргентина|Аргентинăра]], [[Греци]]ре, [[Израиль]]те, [[Канада|Канадăра]], [[Молдави|Молдавире]], [[Румыни|Румынире]], [[АПШ]]ра, [[Серби|Сербире]], [[Македони Республики|Македонире]], [[Турци]]ре, [[Украина|Украинăра]], [[Венгри|Венгрире]], [[Раççей Федерацийĕ|Раççейре]] калаçаççĕ. Полхар чĕлхи илемлĕ тата ăслăлăх литературипе пуян.

[[Бессараби полхарĕсем|Бессараби Полхаринче]] вăл полхари пĕрлĕ ушкăнĕн [[официаллă чĕлхе]] пулать. Пур тĕнчере полхарла калаçакансем — 12 миллион ытла çын.

Полхар чĕлхипе çырнă чух [[кириллица|кириллицăн]] [[полхари алфавичĕ]]пе усă кураççĕ, кун чух унта «Э», «Ы» тата «Ё» сас паллисем çук, «Ъ» сас палли [{{IPA|ɤ}}] уçă сасăна пĕлтерет, чăваш чĕлхинчи «ă» сасăна çывăх илтĕнет.

Ытти славян челхисемпе танлаштарсан, полхар чĕлхинче, чăваш чĕлхинчи пекех, [[ӳкĕм]] пачах çук пекех.

== Полхар алфавичĕ ==
{{main|Полхар алфавичĕ}}
<div style="margin: 4px;padding: 4px;width:40%;border:solid #999 1px;background:#F8F8F8;margin:0.5em auto; text-align: center;">
Аа Бб Вв Гг Дд Ее Жж Зз Ии Йй<br />Кк Лл Мм Нн Оо Пп Рр Сс Тт Уу Фф<br /> Хх Цц Чч Шш Щщ Ъъ Ьь Юю Яя
</div>

Ытти славян челхисемпе танлаштарсан, полхар чĕлхинче, чăваш чĕлхинчи пекех, [[ӳкĕм]] пачах çук пекех, çапах та паллă, паллă мар тата «нуллĕ» [[артикль|артикллĕсемпе]] усă кураççĕ.

Лексика енчен полхар чĕлхи [[чиркӳ славян чĕлхи]]не çывăх, халиччен те калаçура  [[тухăç славян чĕлхисем|тухăç славян чĕлхисенче]] [[архаизмсем|архаикăллă]] шутланакан сăмах чылай. Истори никĕсĕпе полхар чĕлхинче [[тĕрĕк чĕлхисем|тĕрĕк]] тымарлă сăмах нумай.

== Чĕлхен кун-çулĕ ==
Полхар чĕлхи ]] [[инди-европа чĕлхисем|индии-европа ушкăнĕн]] [[славян чĕлхисем|славян чĕлхисен]] [[кăнтăр славян чĕлхисем|кăнтăр]] ушкăн пайне кĕрет. Полхар чĕлхин çырулăхĕ ытти славян чĕлхисенчен чи малтан йĕркеленет. Полхар чĕлхин çырулăхĕ ытти славян чĕлхисенчен чи малтан йĕркеленет. Хăйĕн ĕмĕрĕн аталанăвĕнче вăл тăватă тапхăра иртет:
* çырулăх умĕнхи ([[IX ĕмĕр]]чен),
* ватă пăлхар ([[IX ĕмĕр|IX]] — [[XII ĕмĕр]]сем),
* вăта полхар ([[XII ĕмĕр|XII]] — [[XIV ĕмĕр]]сем), тата
* çĕнĕ полхар ([[XV ĕмĕр]] — хальхи кунсем).

== Фонетика ==
[[Сонор хупă сассисем]] малтан [[сыпăк тăвакан сасă|сыпăк тăваканнисем]] шутланнă, халĕ вара сыпăк тăвас тесен «ъ» уçа сасăна хушаççĕ, тĕслĕхрен, ''министър'' («министăр»). Тымар уçă сасси «ъ» хăйĕн вырăнне улăштарма пултарать, сонор хупă сасси умĕнче е ун хыççăн: ''аз държа'' (эпĕ тытатăп), анчах та ''дръж'' (тыт!).

1945 çулхи нарăс, 1 реформипе [[ять]] сас паллине «е» тат «я» çине куçарнă, çакна пула унăн тымар хупă сасси çăк сăмахсенче хытă («е» умĕнче) е çемçе («я» умĕнче): ''{{unicode|млѣко}}'' (сĕт) ''мляко'' (пĕр. хис.) куçать, ''млека'' (нум.хис.), ''млечен'' (сĕтлĕ), çаплах ''{{unicode|хлѣб}}'' (çăкăр) → ''хляб'' (пĕр.хис.), ''хлябове'' (нум.хис.), ''хлебен'' (çăкăрлă).

Хальхи полхар чĕлхин уçă сассисем:

* а [а] — пусăм айĕнче, пусăмсăр чухне /Ъ/ патнелле илтĕнет
* о [о] — пусăм айĕнче те, пусăмсăр чухне те; пусăмсăр чухне /у/ патне çывхарма пултарать
* у [у]
* ъ — «ă»-па «ĕ» сасă паллисен хушшинчи пек илтĕнет
* е — вырăс чĕлхинчи «э» сасă пек сăмах пуçламăшĕнче е уçăмлă сасă хыççăн: этот, поэт
* и [и]
* я [ja], ['а] — хупă сасă хыççăн
* ю [jу], ['у] — хупă сасă хыççăн

== Морфологи ==

=== Хисепсем ===
Грамматика хисепесем полхар чĕлхинче пурипе, вырăс чĕлхинчи пекех — [[пĕртен- пĕр хисеп|пĕртен-пĕр]] тата [[нумай хисеп|нумай]], анчах та ар ăратĕнчи существительнăйсен ятарлă  [[шутлав хорми|шутлав]] («бро̀йна») хорми пур. 

=== Артикльсем ===
Паллăлăхлă артикль постпозитивли, паллăлăхсăрри — умпозитивли шутланать. Унсă пуçне, ар ăратĕнчи  япала ячĕ тата паллă ячĕ валли икĕ хурăм: «тулли пайташ» ''-ът''/''-ат''/''-ят''  [[подлежащи]] валли тата «тулли мар пайташ» ''-а''/''-я''  [[дополнени]] валли. Тĕслĕхрен: ''пътят влиза в града'' («çул хулана кĕрет») тата ''градът се виждаше от пътя'' («çул çинчен хула курăнать»). Пайласси 1945 çулхи реформа хыççăн пуçланать, реформăччен тухăç диалектсенче тулли мар пайташпа  çеç, анăçринче — тулли мар пайташпа усă курнă. Хăшпĕр регионсенче халĕ те туллии пайташа дополненинче усă курни тĕл пулкалать.

=== Ӳкĕмсем ===
Полхар чĕлхинче пайăр [[местоимени]]сен сыхланса юлнă ӳкĕм хормисем пур: кĕске хорма — ''ще го видя'' ([[тӳрĕ объект ӳкĕм|тӳрĕ объект]], эпĕ ăна курăп), ''да му дам'' ([[пару ӳкĕмĕ|пару]], ăна парас тесе); тулли хорма — ''при него има вода'' (кам., у него есть вода), ''нему е съдено'' (пару, унăн пулмалла) тата ыйту [[местоимени]]сен: ''Кого виждаш?'' (Кама эссе куратăн?) тата ''Кому е съдено?'' (камăн пулмалла?). Япала ячĕсен харпăр ячĕсен тăтăшах [[ят ӳкĕмĕ|ят ӳкĕмĕн хорми]] тĕл пулать, тĕслĕхрен, ''Иване'', ''Петре'', ''жено''(манăн арăм!).
Ӳкĕм флексисем хăш фразеологизмсенчи сăмахсенче те (ытларах славян тымарĕнчен) пур, тĕсл."Слава Богу!", варăссипе пĕр пекех.

=== Глагол (калакан) ===

== Кăсăк фактсем ==
* Полхар чĕлхинче, вырăс чĕлхинчи пекех,  чĕлхене палăртнă чухне, ытларах ''-ски'' (рус. ''-ский'') суффикспа усă кураççĕ, анчах «русский» сăмах полхарла — «руски». 
* Полхар чĕлхинче вырăс чĕлхипе танлаштарсан, кĕскетӳ йышĕ сахал.

== Çавăн пекех пăхăр ==
* [[Полхар литератури]]

== Каçăсем ==
{{Interwiki|bg|Начална страница|полхарла|}}
* [http://www.ibl.bas.bg/ Полхар Ăслăлăх Академийĕн полхар чĕлхин институчĕ (полхарла)]
* [http://www.ethnologue.com/show_language.asp?code=BLG Полхар чĕлхи Ethnologue-ре]
* [http://in-yaz-book.narod.ru/bulg.html Полхар чĕлхин вĕрентекен кĕнекипе сăмахсарĕ]
* [http://www.slav.uni-sofia.bg/Subjects/bfmorph.htm «Сoвременный болгарский язык. Морфология»] (полхарла)
'''Сăмахсарсем'''
* [http://www.e-book-store.org/product.php?products_id=78&sessionid=d6714ab25f9fe7bebda6d898841069b5 Вырăс-полхар сăмахсарĕ]


{{Славян чĕлхисем}}

[[Категори:Полхар чĕлхи|*]]
[[Категори:Полхари чĕлхисем]]
[[Категори:Молдави чĕлхисем]]